Кӑҫал авӑн уйӑхӗн васкавлӑ медпулӑшу паркне ҫӗнетнӗччӗ. Ун чухне 39 урапа Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара лекнӗччӗ. Вӗсене хыснари укҫапа туянмаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ ҫӗнӗ урапасен уҫҫине тыттарнӑ. Вӗсем Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Канаш, Тӑвай районӗсенче, Канаш хулинче ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх министрӗ Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, вӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Федоров автомобильсем сахал ҫӗмӗрӗлнине, вырӑна 20 минутра ҫитнине палӑртнӑ. «Пӑкӑсем» пулнӑ чухне ҫеҫ кӑшт кая юлаҫҫӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ урапасем хӑтлӑ, ӑшӑ. Вӗсене кондиционерсемпе тата сигнал тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ. Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн ҫӗнӗ автомобилӗсене Ҫӗмӗрлене тата Улатӑра яма палӑртнӑ.
Ыран — Ватӑсен кунӗ. Республикӑри хула-районсенче ку уява паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗшри драма ушкӑнӗ ҫак кун ватӑ ҫынсене спектакльпе савӑнтарасшӑн. Вӗсем сцена ҫине Н.И.Артемьев пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Вова йӑмри» спектакле кӑларасшӑн.
Драма ушкӑнӗ ҫак кунсенче сцена ҫине тухмашкӑн тӗплӗн хатӗрленнӗ. Репетицисем кашни кун 19 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен иртнӗ.
Пьесӑри рольсене хайлав авторӗ Н.Артемьев, районти тӗп пульницӑн ӗҫченӗ Л.Степанова, Н.Михайлова педагог, газ операторӗ В.Кузьмин, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен Г.Манишев калӑплаҫҫӗ.
Сӑнсем (7)
Ӗнер Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче СССР спорт маҫтӑрӗн, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ физкультура ӗҫченӗн Вячеслав Красновӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӑвӑрт утакансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Республика шайӗпе йӗркелекен ҫак тупӑшу йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ӑна кӑҫал 15 хут йӗркеленӗ. Пуҫарасса вара ялта спорт шкулӗ никӗсленӗ хыҫҫӑн пуҫланӑ.
Чӑваш Енӗн тӗрлӗ районӗпе хулинчен пухӑннӑ спортсменсем хушшинче ача-пӑчапа ҫамрӑксен Олимп резервӗн 8-мӗш спорт шкулӗнче хӑвӑрт утма хӑнӑхакансем те пулнӑ. Спортсеменсем 1, 2, 3, 5 километра утассипе тупӑшнӑ.
Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ поселокӗ ял уявне пухӑннӑ. Мероприятие «Шуҫӑм» ансамбль уҫнӑ. Концертра Ольга Николаева, Нина Владимирова, Надежда Мартынова, «Вдохновение» ансамбль юррисем янӑранӑ.
Ҫӗнӗ поселок — пӗчӗк ялсенчен пӗри. Вӑл вӑрман хӗрринче вырнаҫнӑ. Унта 34 кил, 85 ҫын пурӑнать. Поселок вӑрҫӑ хыҫҫӑн пулса кайнӑ. 1957 ҫулта кирпӗч заводне хута янӑ. 1968 ҫултанпа Канаш хулинче 9-мӗш класра вӗренекенсем вӑрманта палаткӑсенче пурӑннӑ, кирпӗч цехӗнче практика тухнӑ. Анчах Совет Союзӗ арканма тытӑнсан завод хупӑннӑ.
Уявра чӑваш халӑхӗн йӑлипе килӗшӳллӗн шӳрпе пӗҫернӗ. Александр Макаров халӑха хӑйӗн юррисемпе савӑнтарнӑ. Ташӑ каҫӗ ирччен тӑсӑлнӑ.
Сӑнсем (24)
Чӑваш Енре чи хӑтлӑ кил хуҫалӑхӗсене палӑртнӑ. Ку конкурс 10-мӗш ҫул иртет. Ҫак тапхӑрта пӗчӗк ялсем те илемленме тытӑннӑ. Конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳсет. Хальхинче 70-ӗн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене пилӗк номинацире палӑртнӑ. Жюрин конкурс ӗҫӗсене пӑхса тухнисӗр пуҫне кил хуҫалӑхӗсене ҫитме тивнӗ. Социаллӑ тытӑмри учрежденисен хушшинче Куславккари «Атӑл» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ ҫӗнтернӗ. Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмарта пурӑнакан Еньковсен килӗнче чи нумай чечек ӳсет-мӗн.
Урамсен хушшинче Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Шкул урамне чи хӑтли тесе палӑртнӑ. Канаш районӗнчи Николаевсен кил хуҫалӑхне чи илемлисен йышне кӗртнӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене укҫан хавхалантарӗҫ. Кӑҫал вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче 583 пине яхӑн тенке пайлӗҫ.
Юлашки вӑхӑтра республикаӑри демографии лару-тӑрӑвӗ лайӑхланса пырать. Ҫемье ҫавӑракан та йышлӑ. Районсенче, хуласенче 100, 1000-мӗш мӑшӑрсене саламласси йӑлана кӗнӗ.
Ҫак кунсенче Канаш районӗнче 100-мӗш мӑшӑра чысланӑ. Константинпа Людмилӑшӑн ку кӗтмен парне пулнӑ.
ЗАГС пайӗн ӗҫенӗсем ҫамрӑк мӑшӑра Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Владислав Софронов ятӗнен саламланӑ. Тин кӑна семье ҫавӑрнӑ ҫамрӑксене ӑнӑҫу, юрату суннӑ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксем ҫул тӳпере вӗҫме ӗмӗтленеҫҫӗ. Кӑҫал 12 ача Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренме кӗнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Шупашкарти 61-мӗш шкултан.
Вӗсем виҫҫӗшӗ те пӗр класра вӗреннӗ, ҫавӑнпа аякра вӗсене ҫӑмӑлрах пуласса палӑртать ашшӗ-амӑшӗ. Канаш районӗнчи Алексей Миронов кӑҫал ака уйӑхӗнче МИ-34 вертолета пӗрремӗш хут ларса курнӑ. Унтанпа вӑл летчик пулма ӗмӗтленнӗ. Ака вӑл Сызраньти авиаци училищине вӗренме кӗнӗ.
Республикӑри 30 ача летчик пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах вӗсенчен 12-шӗ ҫеҫ училищӗне вӗренме кӗнӗ. Тепӗр иккӗшне Воронежри авиаци институтне янӑ. Медкомисси витӗр тухайманскерсем унта инженер специальноҫне вӗренӗҫ.
Палӑртмалла: юлашки 7 ҫулта Сызраньти авиаци училищине вӗренме кӗрекен чӑваш ачисен йышӗ 6 хут ӳснӗ.
Ҫурлан 22-мӗшӗнче «Шупашкар — Раҫҫейӗн Атӑл ҫинчи ахахӗ» ятпа иртнӗ пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи шкул ӗҫӗ вӗҫленнӗ. Вӑл «Ҫутҫанталӑкпа технологи ландшафчӗн геоэкологи тӗпчевӗ» программӑпа йӗркеленӗ.
Ҫуллахи шкул ҫурлан 4-мӗшӗнчен тытӑнса 22-мӗшӗччен ӗҫленӗ. Унта геоэкологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Германири сакӑр студент: Маркус Роланд Роскопф (Галле хулинчен), Моритц Филлип Коза (Берлин), Эрик Хилшер (Марбург), Мариус Рэбигер (Марбург), Керстин Цальверт (Марбург), Патрик Бергманн (Гросскротценбург), Лиза Хольцхауэр (Ваха), Анне Хольцхауэр (Бинген) хутшӑннӑ.
Чӑвашра пулнӑ хушӑра студентсем Шомикри «Буревестник» географи станцине, Шупашкар ГЭСне, Йӑлӑма, Шупашкарти Ботаника пахчине, Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркне, Йӗпреҫри уҫӑ вырӑнти этнографи музейне, Кӳкеҫри «Паха тӗрӗ» музее, вӑрман музейне, Шуршӑлти Космонавтика музейне, Хальхи вӑхӑтри ӳнер центрне, Ҫеҫпӗлӗн тӑван тӑрӑхне ҫитсе курнӑ. Вӗсем валли Ҫӗнӗ Шупашкарти биологилле тасатмалли сооружение тата метеостанцие экскурси йӗркеленӗ.
Нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Ҫатӑрка Ҫырми ялӗ 365 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Вӑл 1649 ҫулта пуҫланса кайнӑ.
Ҫатӑрка Ҫырми ялӗ паллӑ ҫынсемпе пуян. Кунта СССР спорт мастерӗ Анатолий Петров, Крым Республикинчи украинсемпе чӑвашсен туслӑхӗн председателӗ Василий Иванов (Евпаторире пурӑнать), эстрада артисчӗ Александр Ильин ҫуралнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене халалласа лартнӑ палӑк умӗнче шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн уяв концерчӗ пуҫланнӑ. Вӑтапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Трофимов ентешӗсене уяв ячӗпе саламланӑ.
Александр Федорова, Лидия Федотовӑна, Петр Лысенина, Дмитрий Счетова, Дмитрий Федотова тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн, яла хӑтлӑх кӗртнӗ ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Вера Лысенинӑна, Надежда Ивановӑна, Иван Федотова культура мероприятийӗсене хастар хутшӑннӑшӑн Хисеп грамотисем панӑ.
Концерта чӑваш эстрада юрӑҫисем, пултарулӑх ушкӑнӗсем, уйрӑм ҫынсем хутшӑннӑ.
Сӑнсем (81)
Канаш районӗнчи Пайкилт ял тӑрӑхӗн ҫыннисем хӑйӑра саккунсӑр майпа кӑларни пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине пӗлтернӗ. Документсемпе килӗшӳллӗн, ҫав вырӑнсенче ҫӗре нихӑҫан та чавман, ҫӗр пуянлӑхӗ пирки пӗлмен те. Министерство ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗслев ирттернӗ.
Ҫур ӗмӗр каялла кунта колхоз ветеранӗсен кану бази пулнӑ. Унтан ӑна ачасене панӑ. Сывлӑха ҫирӗплетмелли «Спутник» лагерь ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗччен ӗҫленӗ. Унтан вырӑнти тӳре-шара ҫурт ванчӑкӗсемпе ялсенчи ҫул-йӗре сарнӑ. Халӑх ҫӑва ҫулне лайӑхлатма, шӑтӑк-путӑка пӗтерме ыйтнӑ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Аркадий Григорьев каланӑ тӑрӑх, фундамента ҫӑва ҫулӗ ҫине сарнӑ. Хӑйӑр таран чавса ҫитсен вӑл та хута кайнӑ. Халӑх шухӑшӗпе, ӑна сутма тытӑннӑ.
40 соткӑна 2 метр тарӑнӑш чавнӑ, тӑм патне ҫитнӗ. Аркадий Григорьев каланӑ тӑрӑх, шӑтӑка якатса пушар тухсан усӑ курмалли пӗве тӑвасшӑн. Шухӑш лайӑх-ха, анчах официаллӑх пирки маннӑ. Хӑйӑр — ҫӗр пуянлӑхӗ, ӑна кӑлармашкӑн лицензи кирлӗ.
Кӑларнӑ хӑйӑр 1500 кубла метрпа танлашнӑ. Административлӑ тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кунашкал тӗслӗх пӗлтӗр те пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.